Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Гурьева Маргарита Валентиновна

Гурьева Маргарита Валентиновна — чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи. 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Анатри Кипекҫире вӑтам шкултан, Чӑваш Республикин культурӑпа ҫутӗҫ училищинчен вӗренсе тухнӑ.

Шупашкарта Пуканесен театрӗнче ӗҫленӗ. Каярахпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗвне туптанӑ.

2009 ҫултанпа Чӑваш наци радиовӗнче ӗҫлет.

Пултаруӑхӗ

М.Гурьева 1997 ҫултанпа Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ. Сӑвӑсем, калавсем, юмахсем, пьесӑсем ҫырса темиҫе кӗнеке кӑларнӑ.

Сӑввисемпе чылай юрӑ кӗвӗленӗ.

Паллӑрах кӗнекисем

  • «Эп ҫунсан та ҫунса пӗтес ҫук» (2001);
  • «Свадебные слезы» (2002, вырӑсла);
  • «Кӗмӗл сывлӑм» (2003);
  • ыттисем.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-07-30 12:14:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5892 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем